Чӳк уйӑхӗн 23-27-мӗшӗсенче Чӑваш Енре кинофестиваль иртӗ. 11 лапамра экологи пирки ӳкернӗ фильмсене кӑтартӗҫ.
ЧР Культура министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче 14 сехетре уҫӑлӗ. Фестиваль вӑхӑтӗнче, 5 кун, ЧР Патшалӑх электрон тата кинодокументаци архивӗнче те фильмсем кӑтартӗҫ. Ҫавӑн пекех «Салют» культура керменӗнче, «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра кӑтартӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта таврапӗлӳпе истори музейӗнче, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Муркаш районӗсенче - клубсенче тата вӗренӳ учрежденийӗсенче фильмсем курма май пулӗ.
Ҫавӑн пекех фестиваль вӑхӑтӗнче экологи эксперчӗсемпе тӗлпулусем иртӗҫ, экологипе ҫыхӑннӑ алӗҫӗсен куравне йӗркелӗҫ тата ачасен ӳкерчӗкӗсен конкурсне хутшӑнма май пулӗ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ 70 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ҫавна май ЧР Наци вулавӑшӗнче «Ачалӑх тӗнчи» курав уҫӑлнӑ.
Ахаль пуканесем мар унта. Вӗсем — театр «артисчӗсем». Сцена ҫинче пӗр ҫул мар вылянӑ, ҫавӑнпа кӑштах кивелнӗ те. Ҫавӑнпа «тивӗҫлӗ канӑва» янӑ вӗсене. Вӗсем арчарах выртнӑ. Унтан кӑларса тепӗр хутчен выляттарса вӗсемпе театр историне кӑтартнӑ.
Малтанах перчетке пек пуканесем пулнӑ. Вӗсене алла тӑхӑнса вылянӑ. Унтан пуканесене ҫӗнетсе пынӑ. Халӗ театр пӗр вырӑнта тӑмасть — тӗрлӗ пуканепе ӗҫлет.
Пуканесене чӗртекен артистсен ӗҫӗ ҫӑмӑл мар. Вӗсем пурте аслӑ пӗлӳ илнӗ. Репертуар пуян: чӑвашла та, вырӑсла та юмахсем пулаҫҫӗ. Куравра вара юратнӑ пуканесене курма пулать. Кунта — Емеля, Русалка, Алладин…
Ҫапла шухӑшлаҫҫӗ Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпари вулавӑшра. Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пуҫарса янипе Наци вулавӑшӗ республика шайӗнче «Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке» проект пурнӑҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, «Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке» электрон коллекци йӗркелерӗҫ. Ӑна Наци вулавӑшӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ӗнер Аслӑ Таяпа ял вулавӑшӗнче чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫине кӗнӗ кӗнекисемпе паллашнӑ. Вӗсен шутӗнче Г. Орлов ҫырнӑ «Вутри юрату», Н. Мранькан «Ӗмӗр сакки сарлака», А. Емельяновӑн «Хура кӑрӑҫ», Е.Лисинан «Ҫӑкӑр чӗлли» кӗнекисем пулнӑ.
Чӑваш литературин чи лайӑх хайлавӗсемпе халӗ тӗнче тетелӗ урлӑ килтен ниҫта тухмасӑрах паллашма пулать.
Сӑнсем (4)
Ҫак кунсенче Наци вулавӑшӗнче Тӗп ваттисен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Тимӗр Акташ журналист каласа панӑ тӑрӑх унта тӗрлӗ ыйтусем ҫӗкленӗ.
Чи малтанах шурсухалсем ҫитес ҫулхи плана мӗн кӗртмеллине сӳтсе явнӑ. Кӑҫал «Кӗр сӑри» лайӑх иртнине шута илсе чӑвашсен уявӗсене малалла та аталантарма шутларӗҫ.
Тӗп ваттисен канашне ҫырусемпе сӗнӳсем килсе тӑраҫҫӗ. Ларура вӗсене пӑхса тухнӑ. Тӗслӗхрен, Муркаш районӗнче ҫуралнӑ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗ ятне тивӗҫнӗ Алексеевсен пӗртӑванӗсене мӗнле те пулин асӑмра хӑварасси пирки. Ҫыру авторӗ Г. Михайлов вӗсен ячӗпе пӗр-пӗр шкула ят пама е Шупашкарта палӑк лартма сӗннӗ. Ку ыйтупа патшалӑх влаҫӗ патне тухма шутларӗҫ.
Тепӗр ҫыру якутсенчен килнӗ — икӗ халӑх хушшинчи ҫыхӑнӑва аталантарма сӗннӗ. Ваттисен канашӗ автора хурав панӑ пулин те ҫак ыйтупа Культура министерствипе калаҫма йышӑнчӗҫ. Ваттисен канашӗ ячӗпе килнӗ ытти ҫырусем те пулнӑ пулине те вӗсене тепӗр лурура пӑхса тухма шутларӗҫ.
Ларура Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫумӗнче тепӗр ваттисен канашне туса хунине те сӳтсе явнӑ. Аса илтеретпӗр, ҫӗнӗ пӗрлешӗве юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче йӗркелерӗҫ.
Нумайӑшӗ халӗ кӗнеке кӑларма тытӑнчӗҫ. Министр пулнисем те алла калем тытма ӳркенмеҫҫӗ. Акӑ, республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин лавне туртса пынӑ Петр Ивантаев та кӗнеке кӑларнӑ. «Возвращение к истокам» ят панӑ хӑйӗн ӗҫне министр та, КПСС райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ те пулнӑ, профсоюзсен обкомне те ертсе пынӑ, халӗ Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн ҫумӗ, Агропромышленнӑҫ ветеранӗсен союзӗн ертӳҫи шутланакан хастар.
Алла ручка тытма Петр Ивантаева хӑйӗн тӑван Хӗрлӗ Чутай райончи Cypӑм ялӗ пӗчӗкленсех пыни, унӑн пуян историйӗ ҫинчен ниҫтах та ҫырманни хистенӗ. Кун пирки вӑл ӗнер Чӑваш наци вулавӑшӗнче иртнӗ хӑтлавра каланӑ. Ӗҫе автор пилӗк ҫул каялла пуҫӑннӑ. ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов Петр Ивантаева кӗнеке калӑпланӑшӑн тав тунӑ, малашне те хастар пулма суннӑ.
Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ «Ӳнер каҫӗ» ирттерет. Кӑҫал ӑна «Ӳнер пӗрлештерет!» сӑмахсемпе ирттерӗҫ.
Мероприятие ӳнерҫӗсем те, фотографсем те, мусӑкҫӑсем те, поэтсем те, сыввисем те, сусӑрсем те, ватӑсемпе ҫамрӑксем те хутшӑнаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа, кам ӳнере юратать — ҫавӑ пухӑнать.
Акцие хутшӑнакансем «Классика» капеллӑн артисчӗсемпе пӗрле фотосесси ирттерме, Виктор Рязанцевпа тӗл пулма, унӑн живопиҫ, графика куравӗпе паллашма пултараҫҫӗ. Кӑмӑл пур тӑк — йывӑҫран касма та вӗрентӗҫ. Валентина Маслова арт-терапи ирттерӗ.
Ачасене те кичем пулмӗ. Вӗсем валли «Ача-пӑча лапамӗ» ӗҫлӗ. «Ӳнер каҫӗ» Шупашкарти академи капелли концерт лартӗ, Валентина Иванова модельер мода театрӗ кӑтартӗ.
Акцие ЧР Наци вулавӑшӗ те хутшӑнӗ. Вӑл «Кино пӑхатпӑр — кӗнеке вулатпӑр» киносейшн хатӗрленӗ. Унта килекенсем хамӑр ҫӗршывра хатӗрленӗ фильмсене курма пултарӗҫ.
«Ӳнер каҫӗ» Сентӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнчи А.Г.Николаев космонавтӑн асӑну комплексӗнче те иртӗ. Унта космоспа ҫыхӑннӑ журналсем вулӗҫ, лекцисем, викторинӑсем ирттерӗҫ. Акци ҫӑлтӑрсене телескоппа пӑхнипе вӗҫленӗ.
Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа наци литературин чи паха тӗслӗхӗсене тупса палӑртас тата вулакансен хастарлӑхне ӳстерес, нумайрах вулама хистес тӗллевпе Наци вулавӑшӗ республика шайӗнче «Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке» проект пурнӑҫа кӗртнӗччӗ.
Кӗнекесен списокне сӳтсе явма Наци вулавӑшӗ хӑйӗн сайтӗнче сасӑлав вырнаҫтарнипе усӑ курса 2 пине яхӑн вулакан хӑйне кӑмӑла каякан хайлавсемшӗн сасӑланӑ.
Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн экспертсен ушкӑнӗ кӗнекесен татӑклӑ списокне ҫирӗплетрӗ.
Ҫак хайлавсемпе Елчӗк районӗнчи тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем районти больницӑри терапи уйрӑмӗнчи «Милосердие» реабилитаци шкулӗн пайташӗсене паллаштарнӑ. Вулакансем чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫинчи хайлавсен пуххисем тӑван халӑх ӑс-хакӑлне, чун пуянлӑхне уҫса панине палӑртнӑ.
Сӑнсем (9)
Нумаях пулмасть ЧР Наци вулавӑшӗнче журналист, ӑсчах пирки ӳкернӗ фильм премьери пулнӑ. Ӑна Александр Зимин пирки ӳкернӗ.
Фильм «Просторы творчества» (чӑв. Пултарулӑх анлӑшӗ) ятлӑ. Александр Зимин — видеоблогер та, юрӑ ҫыракан та. Документлӑ фильма Александр Зимин 75 ҫул тултарнине халалланӑ. Ӑна курмашкӑн Атнер Хусанкай ҫыравҫӑ, ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ тата ыттисем килнӗ. Ӑна сӳтсе явмашкӑн Кинематографистсен пӗрлешӗвӗн, ЧР композиторӗсен ассоциацийӗн пайташӗсем те хутшӑннӑ.
Фильма ҫамрӑксем те курнӑ. Унта Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗн ачисем те ҫитнӗ. Вӗсем премьерӑна курмашкӑн шкул автобусӗпех килнӗ.
Фильм режиссерӗ Владимир Карсаков ӳкерӳри йывӑрлӑхсем пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл фильма пысӑк экран ҫине кӑларас умӗнхи ӗҫсемпе те паллаштарнӑ.
Юпан 19-мӗшӗнче Тутар Республикинчи Павлӑ районӗнчи Потап-Тӑмпӑрлӑра ҫуралса ӳснӗ чӑваш ҫыравҫи Алексей Афанасьев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитӗ.
Алексей Андриянович учитель ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл колхоз ҫамрӑкӗсене шкулӗнче вӗреннӗ, унтан вӑтам шкулта ӑс пухнӑ. 1942 ҫулта удмурт чӗлхине вӗрентме тытӑннӑ.
1943 ҫулта Алексей Афанасьев Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ. Вӑл Карелие нимӗҫсенчен хӑтарнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Паттӑрлӑхӗшӗн вӑл III степень Мухтав орденне тата медальсене тивӗҫнӗ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл шкулта вӗрентнӗ. Унтан район хаҫатӗнче редакторта тӑрӑшнӑ.
«Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ» хайлавне чылайӑшӗ пӗлет. Ку кӗнекене икӗ хутчен пичетлесе кӑларнӑ. Алексей Афанасьев 1985 ҫулта вилнӗ. Вӑл 60 ҫулхи юбилейне паллӑ тума ӗлкӗреймен.
Юпан 19-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче асӑну каҫӗ иртӗ. Унта ҫыравҫӑсем, тусӗсем, писатель пултарулӑхне хисеплекенсем пухӑнӗҫ.
Чӑваш Ене Итали уламҫисем килнӗ. Вӗсем икӗ ҫӗршыв пӗчӗк тата вӑтам услам тытамӗнче килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтса явӗҫ.
Италипе Чӑваш Енӗн ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗ юпа уйӑхӗн 15–16-мӗшӗсенче иртӗ. Раҫҫей делегацийӗн йышӗнче пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх аталанӑвӗн департаменчӗн директорӗ Наталья Ларионова пулӗ. Итали делегацийӗн йышӗнче 50 яхӑн усламҫӑ пулӗ. Ӑна Джузеппе Триполи ертсе пырӗ.
Ларӑва хутшӑнассине Раҫҫейри 30 ытла регион ҫирӗплетнӗ. Вӗсен йышӗнче — Питӗр, Вологда, Чулхула, Чӗмпӗр, Орел, Тула, Самар, Ростов, Волгоград облаҫӗсем, Тутарстан, Ханты-Манси автономи округӗ тата ыттисем.
Ларӑва хутшӑнакансем Раҫҫей тата Итали машиностроени, энерги перекетлекен, ҫутҫанталӑка сыхлакан технологисен тытӑмӗнче килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва сӳтсе явӗҫ.
Мероприяти Наци вулавӑшӗнче пуҫланӗ те Правительство ҫуртӗнче малалла тӑсӑлӗ. Хӑнасене Чӑваш Енӗн предприятийӗсемпе, инвестици лапамӗсемпе паллаштарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.